4990 | Ӑшӑ сӑмах ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах хӗл кунӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4991 | Вара, вара, вара вот, ӗнтӗ вот, ҫапла вот. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4992 | Ватӑ ҫын кӗл-кӗлене сӑмах Кепене ҫитнӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4993 | Ваттӑсем калаҫнӑ чух вӗсен сӑмахне ан пӳл, пӗр чӗнмесӗр итлесе лар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4994 | Ваттисен сӑмахне итлемесен пуҫне ҫухатать теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4995 | Ваттисен халаппи ҫӗре ӳкмен. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4996 | Вӑлтса каланӑ сӑмаха час шӑхӑрса илме ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4997 | Вӑрӑм сӑмахӑн кӗски лайӑх. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4998 | Вирлӗ чӗлхе вилнӗ ҫынна та тӑратӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4999 | Виҫеллӗ калаҫакан виҫ телейлӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5000 | Витӗмлӗ сӑмах виҫӗ ӗмӗр пурӑнать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5001 | Вутлӑ чӗлхе ҫулӑм сапать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5002 | Выляса каланӑ сӑмах та вырӑнлӑ пултӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5003 | Выляса каласан та уйласа кала. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5004 | Ӗҫпе ҫын юраймасть, сӑмахпа часах юрать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5005 | Ӗҫчен ҫынна пӗр сӑмах, кахал ҫынна ҫӗр сӑмах. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5006 | Ик чӑлхеллӗ ҫын ҫинчен яланах усал ят каять. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5007 | Илтмен — пӗр сӑмах, илтнӗ — пин сӑмах теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5008 | Илтнӗ сӑмаха калаҫсан куҫне шӑрпӑк чикеҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5009 | Илтнӗ хӑлхана илтмен пул, курнӑ куҫа курман пул. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5010 | Илтнинчен илтменни тасарах. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5011 | Йӳҫӗ сӑмах ҫине йӳҫӗ яшка. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5013 | Йыт-качка вӑрҫса паллашать, этемпе этем калаҫса паллашать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5012 | Йытӑпа йытӑ вӗрсе паллашать, ҫынпа ҫын пуплесе паллашать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5014 | Кайӑка пӗрчӗпе, этеме сӑмахпа. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5015 | Калайкассинче калани Итӗлмесре илтӗнет теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5016 | Калакан маннӑ, илтекен манман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5017 | Калакан ҫӑварне карта тытма ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5018 | Калакан ҫӑварне карта тытман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5019 | Калама ансат та, ӗҫӗ час пулмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5020 | Калама тытӑннӑ сӑмаха каламасть, вилме выртсан час вилмест тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5021 | Калама юраманнине арӑмна та ан кала. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5022 | Каламан сӑмаха ҫын илтес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5023 | Каламан сӑмаха ху хуҫа, каланӑ сӑмаха ҫын хуҫа. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5024 | Каламан тӑвара тӑвар тесе те калас мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5025 | Калан пулсан ан хӑра, хӑран пулсан ан кала. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5026 | Каланӑ сӑмах калаҫнӑ ҫӗртех пӗттӗр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5027 | Каланӑ сӑмах карта ҫинче. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5028 | Каланӑ сӑмаха ҫирӗп тыт. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5029 | Каланӑ сӑмаха тавӑраймӑн, ҫырнӑ сӑмаха хуратаймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5030 | Каланӑ сӑмаху иплӗ пултӑр, калас сӑмаху сиплӗ пултӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5031 | Калани кӗмӗл, чӗнменни ылтӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5033 | Калас сӑмахна виҫ кун шухӑшла. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5032 | Калас сӑмахна виҫ ҫул шухӑшла. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5034 | Калас чӗлхе ан пултӑр, утас утӑм ан юлтӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5036 | Каласан — ҫынна йывӑр, каламасан — хуна йывӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5035 | Каласан каланӑ пек, каламасӑр чун чӑтмӑсть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5037 | Калаҫа пӗлмен чӗлхерен сыса-тӑра кут ирттернӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5038 | Калаҫасси пӗр те, уйласси утмӑл. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5039 | Калаҫассине сахал калаҫ, ӗҫлессине нумай ӗҫле. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |